Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сергей Артамонов: «Елчĕксен хастарлăхĕнчен тĕлĕнетĕп…»

Сергей Артамонов: «Елчĕксен хастарлăхĕнчен тĕлĕнетĕп…»

Районăн экономикипе социаллă аталанăвĕн итогĕсене ял тăрăхĕсенче пуçтарăнса пĕтĕмлетесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Халĕччен Аслă Елчĕксем, Çирĕклĕ Шăхальсем, Курнавăшсем йышăннăччĕ. 2018 çулхи ултă уйăх кăтартăвĕсене уçăмлатасси, малашлăх тĕллевĕсене палăртасси вара ĕнер Кĕçĕн Таяпари тĕплĕн юсаса çĕнетнĕ культура çуртĕнче иртрĕ. Ĕçлĕ канашлăва район пуçлăхĕ Ираида Васильева уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕ. Кун йĕркинчи ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тухса калаçрĕ.

Район аталанăвĕнче, унăн хăрушсăрлăхĕнче, экологи тасалăхĕнче çын факторĕ тĕп вырăн йышăнать. Халăх йышĕ пирки илес пулсан, 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 16852 çын пурăннă. Ултă уйăхра 90 ача çуралнă, ку вăл пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 9 ача сахалрах. Иртнĕ çулхинчен 17 çын сахалрах, 177 çын вилнĕ. Пурĕ 49 /56/ мăшăр çемье çавăрнă, 10 /14/ мăшăр уйрăлнă.

Отчетлă тапхăрта халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 356 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çав вăхăтрах 369 ваканси пур. Районти вăтам ĕç укçи ултă уйăхра 19870 тенкĕпе танлашнă. Палăртма кăмăллă: пĕлтĕрхинчен 14,9 процент ÿснĕ.

Районăн тĕп шăнăрĕ – ял хуçалăхĕ. Мĕн авалтан çĕр ĕçченĕ ăс-тăнпа вăй-хала пĕрлештерсе аталану çулĕпе малалла талпăнать. Иртнĕ ултă уйăхра мĕнпур категорири хуçалăхсенче 474 миллион тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Çав шутран аш-какай 1510700 тонна /иртнĕ çулхинчен 9 процент ытларах/, сĕт – 16907 тонна /1 процент ытларах/. Ял хуçалăх предприятийĕсем 25 млн та 100 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Агропромышленность комплексне аталантарма 39 млн та 200 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ килнĕ.

Хальхи вăхăтра Раççей Правительстви шайĕнчех потребитель кооперативĕсене йĕркелес ыйтăва çĕклеççĕ. Асăннă проблемăна татса парассишĕн кашни ял тăрăхĕнче çине тăрса ĕçлемелле.

Промышленность предприятийĕсем çур çулта 113 млн та 800 пин тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Çакă пĕлтĕрхи тапхăртан 104,8 процент ытларах. Производствăна ÿстерессипе «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод», «Яманчÿрелти сельхозхими», «Елчĕкри çăкăр завочĕ» предприятисем уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Районта кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 12 млн тенкĕлĕх инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ, унта 10 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне тата виçĕ проекта, пурĕ 79 млн та 200 пин тенкĕлĕх, пурнăçласси малалла пырать. Вĕсенче тата вунă ĕç вырăнĕ пулĕ.

Докладчик бюджетпа çыхăннă чылай саманта та туллин уçса пачĕ. Хăшне-пĕрне палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Пĕрлештернĕ бюджетăн пысăк пайне уйрăм çынсенчен кĕрекен налуксем йышăнаççĕ – вăл пурĕ 19 млн та 614 пин тенкĕпе, е 54,9 процентпа танлашнă. Муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе усă курнинчен 4 млн та 358 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Ку иртнĕ тапхăртинчен 1,2 процент нумайрах.

Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси – вырăнти влаçăн малта тăракан ыйтăвĕсенчен пĕри. Паянхи кун тĕлне 185 çемьене 71 гектар çинче тÿлевсĕр çĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çакă шута илнĕ çемьесен 87 проценчĕпе танлашать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче тухнă «Чăваш Республикинче вырăнти пуçарусене тĕпе хурса обществăлла инфраструктурăна аталантармалли проектсене ĕçе кĕртесси çинчен» указне тĕпе хурса муниципалитет шайĕнче курăмлă ĕç чылай пурнăçланать. Районта пурăнакансем çулсене юсама, урамсене çутăсем вырнаçтарма, йывăç картасене улăштарма хăйсен укçи-тенкине хывма хатĕр – вĕсем пĕтĕмĕшле расхутсенчен 5 процентне çеç саплаштарĕç. Халăх пуçарăвĕпе отчетлă тапхăрта Аслă Елчĕкре, Лаш Таяпара, Кĕçĕн Таяпара, Кавалта тата ытти чылай ялта палăрăмлă ĕç сахал мар пурнăçланă. 2017 çулхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе Елчĕк районĕ тĕп капитала инвестицисем хывма тата социаллă, инженери, транспорт инфраструктурине аталантарма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 12 миллионлăх грантне илме тивĕçлĕ пулнă. Асăннă суммăна тĕллевлĕ усă курма пуçланă ĕнтĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе 2018 çулта ялсен социаллă тата инженери инфраструктурине аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен малта пыракан районсене субсиди парса хавхалантарнă. Пирĕн район пурĕ 12 млн та 660 пин тенке тивĕçнĕ. Çак нухратпа çулталăк вĕçлениччен Елчĕкри тата Аслă Елчĕкри шкулсенче, «Солнышко» ача садĕнче, Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче капиталлă юсав тата ытти тĕллевлĕ ĕçсем пурнăçлама палăртнă.

Часах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те пуçланать. Партăсем хушшине 1856 ача вырнаçĕ кăçал. Мĕнпур вĕренÿ учрежденине кадрсемпе тивĕçтернĕ. Анчах районта çав-çавах çамрăк специалистсем çитмеççĕ. 5 çултан каярах стажлă учительсем мĕнпур вĕрентекенсен 1,9 проценчĕпе кăна танлашаççĕ. Юлашки çулсенче вĕренекенсем, опытлă та пуçаруллă педагогсем ертсе пынипе, çÿллĕ шайри ăслăлăх конкурсĕсенче те çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Кăçал регион шайĕнчи олимпиадăсенче район чысне 42 ача 14 предметпа хÿтĕленĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ çĕнтерÿçĕ, 14-шĕ призер йышне кĕме пултарнă. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра вара 5 вĕренекенрен иккĕшĕ призер пулса тăнă.

Июль уйăхĕнче Елчĕк ялĕнчи уйрăм хуçалăхра бройлер чĕпписем кайăк-кĕшĕк грипне пула вилнине тупса палăртнă. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ асăннă ялта ятарлă чикĕсем кăтартса карантин ирттересси çинчен Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн çав пунктран килти кайăк-кĕшĕке тата вĕсен продукцине пуçтарса илсе çунтарнă, хуçалăхĕсенче дезинфекци ĕçĕсем ирттернĕ. Хальхи вăхăтра, карантинпа çыхăннă мероприятисем малалла йĕркеленĕ май, кашни çын асăрхануллă, тимлĕ тата ăнлануллă пулни кирлĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çавăн пекех района малашне аталантармалли оперативлă тата стратегиллĕ плансене палăртрĕ.

Канашлура агропромышленноçра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Энтепе» ОООри Александр Баскаков механизатора, «Комбайн» ЯХПКри Николай Плющев газоэлектросварщике Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Канашлăва çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, Чăваш Республикин ачасен правипе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн калаçăвĕнче Елчĕк районĕн тĕрлĕ отраслĕнчи кăтартăвĕсене ытти районсеннипе туллин танлаштарчĕ, çитĕнÿсемшĕн хĕпĕртенине пытармарĕ. Елчĕксене малашлăхра та хастар пулма сунчĕ.

ХАКЛАВ

Николай КИРИЛЛОВ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Вырăскасси ял старости:

– Доклад витĕмлĕ, тĕрлĕ ыйтăва анлăн çутатрĕ Николай Петрович Миллин. Ялта пурăнакансем – кирек хăш отрасльте тăрăшсан та пĕр тĕллевпе, социаллă ыйтусене май килнĕ таран туллин татса пама тăрăшнишĕн чунтан савăнатăп. Ялсенче ФАПсем уçни, çул-йĕрсене юсани тата ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлани пĕтĕмпех куç умĕнче.

Анатолий ТИМОФЕЕВ, пичет ветеранĕ:

– Пирĕн район Чăваш Ен экономикине тĕреклетессинче хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывнине, аталану çулĕпе çирĕппĕн талпăннине ĕçри кăтартусем уçăмлă палăртаççĕ. Çитĕнÿсем, паллах, кашни ертÿçĕ, кашни ĕçчен мал ĕмĕтлĕ, пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшнипе пулнă. Вăй пĕрлĕхре кăна.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code